Кĕтнине тупатӑнах!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Упаленчĕ кун вӑрах...

Кĕтнĕҫемĕн хытӑрах

Пӑчӑртарĕ тунсӑху,

Ыраттарчĕ тарӑху.

Айӑпласшӑн пулнӑ пек

Тутунта сӑмах чĕтрет,

Анчах темшĕн тирĕнет

Чĕрӳнех хевтеллĕ терт...

Каҫ килсессĕн васкасах

Ыйхуна кĕрен чупсах:

Унта ҫеҫ, унта анчах

Кĕтнине тупатӑнах.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха