Ҫавӑтса пырать Шӑпа
Ҫавӑтса пырать Шӑпа
Вĕҫертмесĕр тӑвалла,
Ывӑнсан ҫупа-ҫупа
Вӑратать те малалла
Сĕтĕрсе пырать мана...
Такӑнсассӑн - ӳкермест:
Ачалла ҫĕклет кӑна.
Ыратсассӑн - йӳпсемест,
Аннелле ятла-ятла
Пехиллет хывса хĕреҫ...
Хӑтланса пӑхса тарма:
Суйласа пĕлмен ҫула ...
Ун чухне темле вара
Чарма мар, кула-кула
Сулчĕ аллипе мана?..
...Тунсӑхрах иккен утма
Такӑрлатнӑ ҫулпала!
Йӑлӑхтарчĕ те - хамах
Шӑпама тупма сӑмах
Патӑм хам-хама.
Вӑрах
Кĕттермерĕ вӑл мана:
Пĕр-пĕринсĕр, хӑрахшар
Юрамасть иккен пулма.
Пире лайӑх юнашар -
Йывӑр ҫулпала утма...
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха