Вĕҫертсем!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026


Ҫилкĕҫне ҫĕкленĕ Пĕлĕт

Шикленме пĕлмен пекех

Ахлатмалӑх тытнӑ ĕмĕт:

Ҫитмелле талай хĕрнех!..

...Шӑратса хĕвел шӑтарнӑ

Парӑсне унтан-кунтан -

Путарас вырне ытарлӑх

Кӳнине те ӑнланман...

Хӑвалать кимме хавассӑн

Ирĕкре ҫуралнӑ ҫил...

Пӑшӑлтатрĕ кассӑн-кассӑн:

Паллашсам - ку манӑн кил!

Ҫураҫма васкатӑн кӑлӑх...

Ҫурмаран ҫула ан тат:

Инҫетре кĕтет хӑр тӑлӑх -

Халиччен сӳнмен хӑват...

Ĕмĕтна тĕрле тирпейлĕн

Уҫӑлсан кӑвак хуппи.

Киличчен упратӑп, - терĕ...

Инҫех мар. Куратӑн-и?

Вĕҫертсем!

Сӑмах паратӑп:

Ҫитмелли ҫĕре ҫитсен

Ятупа ялав ҫакатӑп

Вуланмалӑх ҫĕр ҫинчен.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха