Каюра

Автор: Владислав Николаев · Вырнаҫтарнӑ: 26.10.2026

Ҫул тумалла,

Асфальт та хумалла –

Йӗркеллӗ,

Пурне те пултӑр меллӗ.

Ирттернӗ тендер,

Ӗненетпӗр,

Ҫӗнтернӗ Каюра,

Суйланӑ ун ӗҫченлӗхне кура.

Ӗҫлет хайхи пит тӑрӑшса,

Каять тем тарӑнӑш алтса,

Кӑштах асфальт сӗрет –

Вара актне те хатӗрлет:

Йышӑнсамӑр –

Ал пуссамӑр.

Анчах ку Каюра-мӑнтарӑн

Ҫулне-ҫке ӑсталанӑ тарӑн:

Унта чикмексӗр ни анаймӑн,

Ни улӑхаймӑн...

----------

Каюралла ӗҫлеҫҫӗ ҫул тӑвакансем,

Туянӑр пусмасем, ҫатракассем.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха