Ятупа витĕнсе

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Пĕрисем тӑрӑшсах шуратаҫҫĕ

Ҫийĕмри ҫулсене именми,

Ҫемҫерех тĕшшĕме сӑхланаҫҫĕ -

Култарать шӑлĕсем витменни...

Ухмахсем!

Витерми хупӑпа чĕркĕмлеттĕн

Ирсерен хулӑнрах кун уртса.

Ҫумӑнта вӑтануллӑн чĕтреттĕм

Ҫитме ҫук ӑс-тӑнна ӑмсанса -

Айвансем...

Тавтапуҫ, кӑн-кӑвак куҫлӑскерĕм,

Тӑхӑнтарнӑ ҫунат хунтӑлать:

Тӳпӳне тĕмсĕлсех йӳпсемерĕм

Ыттисен сĕнĕвне - хӑстарать.

Теприсем...

Ҫаплипех ҫулсене шуратасшӑн

Теприсем тиркевпе тирĕнсе...

Тумлантар малашне те, тархасшӑн -

Пытанас ятупа витĕнсе.

*ҫилкĕҫ - парус

*сӑхланаҫҫĕ - претендуют

*йӳпсе – внимать, принимать

*тĕмсĕл - жаждать

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха