Çӑрапа Арча
Асамлӑ савӑшу саманчĕ -
Асаплӑн хĕсĕнсе кĕрет
Астӑвӑм арчине... Ун карчĕ
Астармӑш ҫӑрапа пуплет.
Пуплет: поэт састаш шыранӑн;
Пуласлӑха ачан шанса...
Путмалӑх пур - кĕрес-тĕк тарӑн
Пухмач каять-ха уҫӑлса!..
Салтакӑн, сас палли сутмасӑр
Сыхланнӑ кулленех ҫапла...
Сасартӑк тиврĕ уҫӑ харсӑр
Сайра ҫыруллӑ ҫӑрана:
Ахлатрĕ халиччен упраннӑ,
Ахаллĕн уҫӑлман арча -
Ахрат салхулӑхран кӑларӑр
Ахах пек хаклӑ савнӑҫа!..
*карчĕ-нарезка, зарубка (ключа, винта)
*састаш-рифма
*пухмач-копилка
*ахрат-чрезвычайный
*ахах-агат
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха