Кĕвĕҫ Пĕлĕт
Ҫумӑр хыҫҫӑн кĕпине
Карса ҫакнӑ типĕтме
Кӑн-кӑвак таса тӳпе...
Ҫухави ҫинче тӳме:
Сарӑ-сарӑ, вĕтĕскер
Лартнӑ, тен, илем кӳме.
Вӑл вара хĕрӳллĕскер
Сапалать шевлисене...
Кӑчкӑ ҫурнӑ туратран
Выльӑх кĕтĕвĕ таран
Ӑшшине, ав, туйнӑран
Тĕлĕнеҫҫĕ ҫавраран:
Пĕчĕк ҫеҫ-ха, ҫав тери
Тарават. Пурин валли
Ҫитерет вĕри-вĕри:
Ҫук унран тата халли!
Кĕвĕҫ пĕлĕт кĕвĕлсе
Арлама пуҫлать ҫипне:
Тавралла вĕҫет кĕпсе...
Пытарать ҫут тӳмене:
"Ҫиҫрĕ-ҫиҫрĕ ытлашши!
Антӑхсах пӑхать кашни!
Ҫуккӑ тек! Ӑшши-пӑшши!
Усӑ памĕ тавлашни!"
Ӑмӑр тӑчĕ ир те кун:
Таврара ĕлккенлĕх ҫук.
Юнтара пуҫлать чĕр чун,
Ӳснĕ курӑк: "пĕрре хуть
Ӑш хĕлхем ĕмсе илес..."
Пĕлĕт илтмĕше перет...
Тӑвӑл хӑпартать ҫиллес:
Пĕттĕрет те сĕтĕрет...
Пĕтĕрет те сĕтĕрет...
Пĕлĕт пӑнчӑн сирĕлет
Сар тӳме йӑл-ял ҫиҫет.
*Кĕвĕлсе-тарӑхса
*Халли-вӑйли
*Кĕпсе-пушинки
*Ӑмӑр-пĕлĕтлĕ
*Ĕлккенлĕх-илемлĕх
*Юнтарать - йĕрмĕшсе ыйтать
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха