Акӑшпа Тӳпе
Шур ҫӑмне - таптарнӑ хыҫҫӑн -
Кунҫалатчĕ ҫӳл тӳпе…
Шӑннӑ акӑш хурлӑн, выҫҫӑн
Тинкеретчĕ вирелле.
Тӑкрĕ-тӑкрĕ ҫӑмӑл мамӑк
Кӑвакарнӑ ват тӳпе;
Туртрĕ-туртрĕ тӑвӑр тамӑк
Кайӑка кӑкри ҫумне.
Хĕл сывлатчĕ питĕ ҫывӑх...
Хӑмсарать хивре хаса...
Ҫӑхавран ҫыхатчĕҫ ҫылӑх...
Вӑл вара пĕлет: таса!
Шутсӑр сулчӑ шухӑш ҫипĕ,
Арлама ансат ӑна...
Терт тĕртме термен ҫеҫ ҫиттĕр -
Ҫӑлӑнма пулать вара.
*Кунҫала - связывать нитки для тканья
*Вирелле-вверх
*Тинкер - смотреть
*Тамӑк - ад
*Хаса-наказание
*Ҫӑхав-донос
*Сулчӑ - слабо скрученный
*Тĕрт-ткать
*Терт - нужда
*Термен-мощь, возможность
*Хунтӑ-защита
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха