Сассусӑр сусӑр

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Сассусӑр - сусӑр,

Сӑнусӑр - суккӑр

Салху сӑхать сӑну кайсан.

Састаш сахал та -

Сӑвӑ ҫуккӑ...

Сӑмах сыпма сӑлтав парсам.

"СавнИҫĕм"

Савниҫĕм - иҫĕм,

Ҫивĕч ҫиҫĕм

Ҫинҫе-ҫинҫе ҫиппе ҫырать:

Ҫĕр ҫийĕн ҫитĕн -

Ҫумӑр ҫитĕ,

Ҫупкам ҫырлу та ҫӑвӑнать.

"СакКунӑм"

Саккунӑм - кунӑм,

Саплӑк хунӑн

Самантсене салтса сыпать...

Сырма ырман.

Састаш ыран

Сӑваплӑ сӑвӑ ҫуратать.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха