Хĕвелпе Пĕве
Ҫырансем хĕснĕрен пĕчĕкленнĕ пĕвен
Мĕскĕнле пурнӑҫне чĕм кĕрет ирсерен:
Кӑн-кӑвак кĕленче куҫĕнче ирĕлме
Ӑнсӑртран тытӑнсан тĕлĕнтермĕш хĕвел...
Мĕн шырать вӑл унра? Мĕн кĕтет вӑл унран?
Явӑнать-явӑнать именми ун тавра:
Тĕнчере унсӑрах чечексем, уй-ҫаран,
Суйламалӑх тата ҫырласемлĕ вӑрман...
Ирĕкпе сывлакан аслӑрах тӳпене
Тиркесех-шим анать ӳркенмесĕр куллен?
Хускатса хӑварать тĕлĕрес хумсене,
Пĕр чĕнмесĕр унтан ҫухалать каҫсерен...
Кӑвак куҫ хупӑнмасть ун пирки шутласах:
Ҫӑлтӑрсем вĕтĕрех, сивĕрех, шупкарах.
Ир пулсан таврӑнать ун патнех, ҫав-ҫавах!
Кӑтрине тураса кун ирттерĕ унпах!..
Шурӑмпуҫ каррине сирсе ячĕ Хĕвел...
Ытармалӑх сӑмах тупаймарĕ пĕве...
Пĕр-пĕрне ҫӑтасла тинкереҫҫĕ вĕсем:
Пĕр-пĕрин куҫĕнче шӑратаҫҫĕ илем.
*чĕм - дух, оживление
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха