Ҫеремпе Хĕвел
Кӑпӑшка пĕлĕтсен тӳшекне ҫемҫетсе
Ҫĕрĕпе ачашланнӑ Хĕвелĕ
Анаслать ирхине. Кĕпине вĕҫертсе
Ҫĕр ҫине ӳкерет, кур, тирпейлĕн.
Ҫавна кĕтнĕ ҫерем, антӑхса ҫитнĕскер,
Кӑкӑрне именмесĕр ҫаратрĕ...
Сар пике айĕнче - ешĕл курӑк тискер:
Ывӑнмасӑр, хӑюллӑн юратрĕ.
Ҫеремпе сар Хĕвел савӑшса выртнӑ чух
Ӑмсануллӑ куҫпа ҫупӑрларĕ
Вĕсене ҫӳл тӳпе: чӑтайми урнӑ чух
Кĕвĕҫсе, кӳлешсе ҫумӑрларĕ.
Ҫут тĕнче йĕркипе йывӑрланчĕ тĕнче:
Пепке ҫурчĕ ем-ешĕл тавралӑх.
Юрату ҫуратать пĕтĕмпех ҫĕр ҫинче -
Ӑрусен ĕмĕрне тӑстармалӑх.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха