Сапса хӑвар кӑвар
Сапса хӑвар, сапса хӑвар
Никам курман чухне кӑвар
Пулман пекех унтан ҫухал -
Чĕнместĕпех...
(Тӳсмен те мар, тӳсмен те мар:
Суран ҫинчен кайман тӑвар,
Анчах паян тӑвар кавар
Ĕмĕрлĕхех:
Килсе шӑвар, килсе шӑвар,
Шалтан-шала яма тымар
Ман вырӑнта чечек шӑтсан
Ҫу каҫипех
...Сапса хӑвар, сапса хӑвар
Вĕри кӑвар, вĕри кӑвар,
Курман-пĕлмен пекех лӑплан:
Тинех-тинех
Ҫарран кĕрсе хыпса илем.
Никам тивми черчен илем
Ҫунса ҫухалтӑр тĕнчерен
Пулман пекех...
*кавар - уговор, договоренность
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха