Ашак
Пырать Ашак танкӑлтатса...
Курать –
Укҫа выртать.
Каять хайхи анӑраса.
Кӗрет пӗрремӗш хупаха,
Илет ҫиме,
Ӗҫме –
Йӑлтах сутаҫҫӗ ухмаха.
Ашак ӗҫет пӗр уямасӑр.
Канать...
Пурне те хӑналать...
Юлать пачах укҫасӑр.
-----------
Тепри, мӗн калӑн, чӑн Ашак,
Укҫа пулсассӑн – аташать.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха