Шӑлтӑр-шалтӑр Урапа

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Тем те курнӑ пурнӑҫра

Хӑлтӑр-халтӑр урапа

Шӑлтӑр-шалтӑр шавласа

Кур, пырать саркаланса:

Ирттермест-ҫке никама,

Вӑл ҫеҫ тивĕҫлĕ пулма

Пуринчен ялан малта!

Тикĕс сарнӑ ҫулпала

Ярӑнса пырать кӑна...

Ан шутла иртме ӑна:

Хирĕ, ярĕ сулнӑка.

"Тӳсем ҫук пулсан чӑтма

Хыв та кай ҫĕн ҫулупа", -

Тет мӑнкӑмӑллӑн кӑна.

Хушнӑ - тунӑ! Мĕн вара?

Пирĕн пурнӑҫ малалла:

Тикĕт сĕрĕр ытларах!

Тĕнĕлте кервен пурах.

Тӑвалла-тӑк - тӑвалла!

Пурнӑҫ-курнӑҫ, хӑвала!

Ҫулӑн айккинче вара

Лӑчӑр-лачӑр лачака...

- Тухаймастӑн ҫӑрӑлса...

- Кирлĕ-и питех сана?...

- Пытӑр сарнӑ ҫулпала

Шыҫӑк хырӑмпа шуса!

Пур-ха вырӑн таврара:

Кĕр те, аш та, такӑрлат...

Икĕ кутӑн урапа

Халь пыраҫҫĕ ӑмӑртса:

Пĕри хыттӑн шавласа,

Тепри шӑппӑн юрласа,

Пуснӑ хуйха пусарса...

- Ҫул парасчĕ ҫамрӑка,

- Пӑрахмастчĕ вӑл сана

Хӑй туртатчĕ малалла...

Питĕ хытӑ васкаса

Шӑлтӑр-шалтӑр шавласа

Пынӑ паттӑр-урапа

Ҫиелтен пӑхма кӑна

Питĕ вӑйлӑ пулмалла:

Шӑлтӑр-шалтӑр арканса

Кайрĕ типнĕ кустӑрма.

Юсама-и? Тавралла

Вӑл пĕччен те ҫул кӑна.

Ыттисем-и? Тавраран -

Хывнӑ ҫĕнĕ ҫулпала -

Такӑрлатнӑ та ӑна

Иртнĕ, кайнӑ тахҫанах

Курӑнмасть кунтан пачах.

*сулнӑк - здесь: кювет

*тикĕт - мазут

*тĕнĕл - ось

*кервен – прочность


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха