Ҫĕмĕртпе Ҫил ачи

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Ҫеҫкине ҫурмалли ҫĕмĕрте

Ҫил ачи ҫĕмĕрет-ҫĕмĕрет:

Ҫумӑрпа ҫулӑхса ҫĕрĕпе

Ҫупкамне ҫаратасшӑн, кĕрет...

"Ĕлкерен, ĕлкерен" тенĕ пек

Ĕмĕлке ĕшĕнми тӑчĕ тĕк:

Ĕрчеме чаракан ĕмĕрте

Ĕмĕтпе папкине ĕмĕртет...

Юрчĕ юр... юкине юхтарса,

Юриех юсанми юмласа...

Юпленме пӳрмен мар юншӑха:

Юпӑнчи айĕнче ӑшӑ-ха.

*кĕрет - очевидно, открыто

*ĕмĕлке - силуэт

*тĕк - смирно, спокойно

*юр - месить

*юка - диал. метель, вьюга

*юплен - разветвляться, расти

*юншӑх - одиночка

*юпӑнчӑ - плащ

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха