Хĕвелпе Каҫ
Хĕве хупрĕ хĕвеле
Сĕмсĕр сивĕ каҫ...
Мӑшкӑларĕ ҫĕрĕпе:
Кӑмӑлĕ - хӑлаҫ.
Халиччен курман никам
Хӳхлекен хĕвел...
Хӳттине кĕрен пулман
Ма тесен пĕлмен:
Хĕсĕрлевҫĕ аллинчен
Ир ҫӑлать ӑна:
Хĕн курать вӑл шуҫӑмччен
Ҫӑлтӑр ҫуратса...
Хĕрлемес куҫне ирех
Сывлӑмпа ҫуса,
Ним пулман пек - чиперех
Хӑпарать кулса...
Хитрине курать кашни,
Ӑмсанать те пуль -
Ӑнланмасӑр - юлашки
Уншӑн куллен кун...
Шухӑшла: хыпсах мĕн-ма
Сапалать хĕлхем?
Ывӑнмасӑр кӑнтӑрла
Ӳкерсе вут-хĕм?
Пурӑнасшӑн! ирĕкре! -
Тӑвӑр каҫ лаҫҫи.
Вилĕмрен тухсан тепре
Терт хухать каҫхи.
*хӑлаҫ - сажень, здесь: мало
*хухать - уменьшаться
*терт -заботы
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха