Вӑхӑт

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Хӑйпе вылянине чӑтмасть вӑл Вӑхӑт,

Хӑй тивĕҫне хӑйех туса пырать:

Ӳпкевсĕр йышӑнать пурне те шӑпӑрт,

Сӑмах чĕнмесĕр лӑпкӑн ӑсатать:

Леш тĕнчене...

Тава кĕрсе унпа, тен, тупӑшатӑн.

Ĕнен: ҫапла тума сан тивĕҫ ҫук.

Ӑна васкатнипе те йӑнӑшатӑн -

Пиҫсе ҫитмен-ха шухӑ чун:

Тен, кĕтмелле?..

Ӑна пӑхӑнтарма тӑни те кӑлӑх:

Сехет хушать, катать - хӑй пĕлнĕ пек.

Пур ырлӑха та харӑс туянасшӑн хӑвӑрт -

Кивҫен памасть пĕр чĕптĕм те - кĕтет:

Тивĕҫмелле...

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха