Шухӑш, Кӑмӑл, Ĕмĕт
Юртса пыратчĕ Шухӑш шуххӑн:
Уҫҫи-хупписĕр ыйтӑва
Татса паратчĕ шиксĕр, туххӑм
Чĕнйĕвенленнĕ хуравпа.
Ӑна утланнӑ тӳрĕ Кӑмӑл
Тытса пыратчĕ чĕлпĕрне:
Юлташ пулсассӑн ҫул та ҫӑмӑл,
Тĕрев парсассӑн пĕр-пĕрне.
Вĕсен ҫулне уҫатчĕ Ĕмĕт
Ҫӳлтен вĕҫсе - инҫе курса:
"Ан хӑрӑр ҫеҫ, ĕненĕр, пĕлĕр -
Ку сирĕн ҫул, сирĕн шӑпа"
Кам такӑнмасть хыт васкасассӑн?
Кам макӑрмасть ыраттарсан?
Анчах пĕлетĕп: ҫул уҫсассӑн
Витмест, витмест ӑна тусан.
*юрт - скакать
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха