Кашниех ăнтăлать пурăнма

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Вылянса тăнăран мăскалла

Шахвăртса çитерми самана

Этемсем унталла-кунталла

Пĕрехмай ярăнаççĕ кăна:

Кашниех ăнтăлать пурăнма…

Хевтерен тĕрлĕрен – çав анчах.

Тиркеме юрамасть çăхана

Шăпчăкла юрлайманшăн. Çаплах

Юрамасть! тиркеме шăпчăка

Ыттинчен пулнăран уйрăмрах,

Юрринчи иксĕлми шанчăка

Шăратса юхтарсан каçăхсах.

Тарасан çапкаланчăк турти

Силленет ĕмрипех ÿркенми…

Сулăмне вылятать çын шăпи:

Хавалли – хирĕçре мĕскенни.

Ырăпа усала уяма

Вăл та ку хăнахса ачаран:

Çутçанталăк паман туйăма

Çуратаймăн: паян та кайран.

Кашниех ăнтăлать пурăнма

Пĕлнĕ пек: сыхланса, харсăрла…

Тÿрĕпе кукăра, шурăпа хурана

Юрамасть пĕр-пĕринсĕр пулма

*мăскал – весы

*шахвăрт – сообразить, угадать

*хевте – способность

*тараса – весы

*сулăм – инерция, движение

*хавал – энергия



Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха