Ĕмӗт-юнтармӑш

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Чӗремре хӗсӗнсе пурнакан Ĕмӗте

Кунсерен хӗнесе вӗлеретӗп.

Вилӗмрен хӑраман сементер пепкине

Ирӗке ярасран шикленетӗп.

Чыхӑна-чыхӑна юнпала пӗвӗнсе

Куҫамран тинкерсе тулашать вӑл.

Читлӗхри кайӑк пек, лӑпланма пӗлменскер,

Ыткӑна-ыткӑна ҫапать савӑл.

Хускалма пиллемен чун-чӗре варрине

Темӗскер вӑратас пек кӗретӗн

Юраман вырӑна вӑл чикет сӑмсине

Тепӗр хут, тепӗр хут, теветкеллӗн!..

Йӑнӑшсен серепи тӑлласа лартнӑран

Ал-ура хускалми тӗнсе ларнӑ.

Пархатар курас ҫук - хӑтӑлсан капкӑнран:

Пайӑрланӑ ункай вӑхӑт тарнӑ...

Сӳсленсе кайиччен макӑрсан та этем,

Мӗкӗрсе йӑлӑнсан йӑнӑшсемшӗн

Каҫарма хӑнӑхман, пăхăнми вӑхӑтсем

Ҫаврӑнмасӑр, тунмасӑр каяҫҫӗ.

Хамӑн мар! ирӗкпе пӑтала(тӑ)п чӗрӗллех

Тӗкленмен ӗмӗте савӑнмасӑр.

Вӑл пурнасшӑн каллех – тертленет пур-пӗрех

Ватлӑха, вилӗме уямасӑр.

Чӗрене тыллакан вӗҫленми ыйтӑва

Татса парӗ пĕрех вĕт юнтармӑш...

Саламат тумалла аллăмри пӑявран!

Ҫылӑхран хӑтарсамччӗ, Тур амӑш.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха