Хĕсметре тӑракан сар Хĕвел
Ҫут тĕнче тӑнӑҫне упрама пӳрнĕрен
Пĕлĕтсен эшкерне хӑвалать кунсерен
Никама пӑхӑнман, тӑнламан, итлемен
Ĕмĕрсем хĕсметре тӑракан сар хĕвел.
Ирĕкпех...
Ирĕкре иртĕхсе кунран-кун ӳснĕрен
Ĕҫпеле пиҫĕхме хӑраман, ӳркенмен,
Нихӑҫан, никамран, нимĕнех те кĕтмен
Сар хĕвел улӑпла утӑмлать пĕр-пĕччен
Ирĕкпех...
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха