Кашкӑр тата уйӑх (юптару)

Автор: Владислав Николаев · Вырнаҫтарнӑ: 26.10.2026

Пӗр Кашкӑр каҫхине

Хӑпарнӑ та хысак ҫине

Пӗр чарӑнми уланӑ:

«Ку манӑн уйӑх, манӑн, манӑн...»

Ҫав вӑхӑтрах Упа

Иртет ҫумри ҫулпа,

Илтет тукмак уланине,

Ҫут уйӑха пӗччен хапсӑннине.

«Мӗскер эс, ҫилхӑван,

Пӗр хӑвӑн ҫеҫ тӑван

Пурин те пулнӑ уйӑха?» –

Кӗрсе ӳкет Упа хуйха.

«Пӗрремӗш эпӗ ун ҫине уларӑм,

Хальччен ун пеккине курмарӑм,

Апла пулсассӑн уйӑх манӑн, манӑн», -

Каланӑ Кашкӑр Упана мӑнаҫлӑн.

-----------

Ҫак кунсенче этемсенчен пӗри

Хӑтланнӑ Кашкӑр евӗрех...

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха