Вĕрентекенĕме

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Сывлӑм шӑрҫи пек: таса та ҫутӑ

Сӑнару ялан ман асӑмра.

Сӳннĕ кӑвайта хуратӑн вутӑ,

Ҫĕнерен ҫутатӑн вӑй-хала.

Тĕл-паллисĕр симĕс шӑна пек вĕҫсессĕн

Ӑш кĕтес шыранӑ самантра

Хам пĕлместĕп, чӑннипех те, темшĕн

Эс ҫӑлатӑн канӑҫсӑр чуна.

Ĕмĕтсем те пурнӑҫ йыхравларĕҫ

Сыв пултарчĕҫ, уйӑрчĕҫ пире.

Эсĕ чĕртнĕ вӑй-хӑват кӑварĕ

Халь те! Халь те сыхӑ чĕрере:

Кукӑр ҫул ҫинчен пӑрса сыхларĕ,

Усала ямарĕ яхӑнне.

Ман ҫулпуҫӑн йӳҫĕ-йӳҫĕ тарĕ

Сая ҫеҫ ан кайтӑрччĕ тесе

Кунран-кун ӑса ырми туптарӑм,

Кунран-кун ҫĕклентĕм вӑрман пек.

Эс пӑрахнӑ вӑрӑ - манӑн парӑм:

Шӑтмалла унран пин-пин чечек.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха