Юнпала чыхӑнса выртакан Хĕвеле
Юнпала чыхӑнса выртакан хĕвеле
Сĕтĕреҫҫĕ каллех пĕлĕтсем хĕнеме...
Ҫав тери мĕн туса айӑпа кĕнине
Тĕпчеме кӳнтĕлен тупӑнмарĕ темме...
Тӳресем - тавралла!
Ҫӑлтӑрсем - эшкерпех!
Сут тума пухӑнса!
Тавлашса ҫĕрĕпех
Шут тытаҫҫĕ ҫапла: вĕлерес! хальтерех!
Пирĕнтен вӑйлӑрах ан ҫутаттӑр текех!..
- Хивререх пĕтĕрес!
- Хытӑрах хĕстерес!
Асӑнмалӑх тата лартмалла-ха хĕрес...
Тĕттĕмрен - тĕрмерен хӑтӑлмалӑх кĕтес
Тупайман ҫут хĕвелĕн камран - мĕн кĕтес?..
Сӑпкинче тĕлĕретчĕ чи капӑр илем...
- Куҫ тулли ҫут тĕнчемҫĕм - юратнӑ пепкем,
Хӑварсассӑн сана ĕмĕртмелĕх хĕлхем
Парас ҫук-ҫке вĕсем! Парас ҫук...
Ҫĕкленем!
Ҫĕкленем!
Тепĕр хут утьӑкка сиктерем!
Тепĕр хут ачашлам, ҫупӑрлам. Ҫут шевлем
Саншӑнах упранса. Пурӑнатӑп. Вилмен.
*кӳнтĕлен - свидетель
*тӳре - судья
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха