Куштан Автан-2

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Куштан Автан-2

 Керменти патша пекех

Каҫӑртса ҫӳрет ирех

Калпакне хывман автан:

Тӑнӑ, курӑр, чи малтан!

Калӑн-тейĕн: ҫывӑрман!

- Ҫывӑрман ҫав, ҫывӑрман:

Ҫĕрĕпех ахаль ларман,

Вӑл хурал тӑман пулсан

Ҫӑмарта пулмасчĕ ман, -

Хӳтĕлет пĕр чӑх ялан.

- Ҫуйхашать тепри унтан:

Ах, сассийĕ: ян! та ян!

Танлашма та ан хӑтлан!

Хӑй япшар, маттур ялан:

Ҫитеймест ӑна никам

Юрламашкӑн тытӑнсан.

Итлесе ҫӳрет автан:

- Ун пекки тавра курман!

- Килнĕ, теҫҫĕ, аякран

- Чаплӑ, паха ӑратран!..

Япшар сӑмах илтнипе

Автан каять ирĕлсе:

Тĕрлĕ тĕслĕ хӳрине

Тӑратать-ҫке вирелле,

Йӑлтӑркка пĕсехине

Каҫӑртать тӳпенлле.

Шӑпчӑк шӑппӑн тӑнласа

Ларать ҫакна сӑнаса.

Интереслĕ тамаша:

Савнӑҫпа пĕрлех нуша...

Мухтаса ларать пĕри,

Вĕҫкĕнсе ҫӳрет тепри.

Пулӑшмашкӑн хапӑлли -

Паллӑ ĕнтĕ, парӑмли.

Ҫавӑн пек вӑл пурнӑҫра:

Юрлама пултармасан

Юрама пултармалла;

Юрама пултармасан

Пултаруллӑ пулмалла;

Юрать хам-хама хуҫа.

Кирлĕ пулсан шӑратма,

Кирлĕ пулсан шӑп ларма

Пултаратӑп вӑхӑтра.

Какалатчĕр тавралла.



Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха