Куштан Автан
Кашта ҫинчи чӑхсене
Шутласа ҫӳрет пĕрре
Ватӑлма пĕлмен автан:
Суйламалӑх пур - аван!
Сарри, шурри... тĕрлĕрен!
Пĕринчен тепри хитрен
Акӑш пек ишсе ҫӳрет
Хуҫинчен кĕтет тивлет...
Ҫырлахман автан пĕрех:
Вӑй-хӑват чӑтма текех
Ҫук, юлмарĕ! Витемре
Тӳр килет тума йĕрке!
Ҫывӑрмастӑп ир те каҫ
Пур-пĕр кӑмӑлӑм тулмасть!
Хӑрхӑмсем тек ҫамрӑк мар -
Кураймастӑп пархатар.
Ҫамрӑкрах ӑрат тупас,
Вырнаҫмалӑх пур лупас...
Ҫӑмарта ҫине-ҫине
Туса патӑр ирхине.
Шахвӑртать ун шухӑшне
Тепĕр автан. Кӳршине
Вӑл сĕнет чӑхсем вырне
Илĕртме хур амине:
Пысӑкрах ун ҫӑмарти,
Тухӑҫран та катӑлми
Пурӑнатӑн юрласа
Ҫакӑнта пулса хуҫа!
- Ҫӑмӑл мар тупма майне -
Пӑркалать пĕрмай мӑйне.
Пуҫĕ ҫӳллĕ пулнӑран
Хӑй кулать манран ялан...
Чӑхсемпех, ав, ҫӑмӑлрах:
Парӑнаҫҫĕ туххӑмрах.
Тĕттĕм-тĕттĕм витере
Ирĕн-каҫӑн ларнипе
Инҫех кайман ӑсĕпе.
Ҫавӑрса парас йӑва
Йӑрӑс пӳллĕ шур хура:
Лартӑр ҫӑмарта пусса,
Тĕкĕнместĕп эп ӑна.
Хур ами, чӑнах, хитре
Пултарать вӑл илĕртме
Кӑрккана та хурсене,
Ӳркенмест хӑй ĕҫлеме -
Тӑччӑр пурте кĕвĕҫсе!
...Килсе кĕчĕ хур ами.
Тĕлĕнсе тӑрать, ами:
Тĕлĕрет чӑхсен карти,
Управра та ҫук майи.
- Ҫӑмарта ялан сахал!
Ку чӑхсем ытла кахал!
Вĕрентсемччĕ вĕсене, -
Автан хушать хӑнине.
- Пулӑшма сана хавас,
Анчах ҫакна палӑртас:
Тытӑнсан тума йĕрке,
Тавралла пулать тиркев...
Чӑх-чĕп шавла пуҫласан
Ырата пуҫлать пуҫ сан,
Ҫавӑнпа та асӑрхан...
Вӑхӑт иртнĕ унтанпа,
Сӑмах тухнӑ манӑҫа...
Халĕ шӑв-шав картара,
Пуҫсӑр автан яшкара.
Хурӑн пуҫĕ ҫӳллĕрех,
Вӑл курать ҫав инҫерех
Пулнӑран вĕҫме - хӑват,
Картишрен тухма - ҫунат.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха