Ырана ывӑҫлатӑп паян
Ывӑнман. Ыратмасть. Ылханмасӑр
Ырана ывӑҫлатӑп паян:
Ытарми ыт-тĕкел* ылмашмасӑр
Ыр-усал ырана* вырнаҫман.
Ватлӑхпа вилĕмпе вӑслатмасӑр*
Вырӑнтан вӑркӑнтармӑн* ҫынна!..
Вӑхӑтпа вӑй-хала вӑрламасӑр
Вĕрентеймĕн веҫех хаклама.
Ҫухату - ҫырнипе ҫырлахмасӑр* -
Ҫулӑмра ҫылӑхран ҫӑвӑнни.
Ҫĕнтерӳ ҫуралмасть ҫухатмасӑр:
Ҫĕнтерӳ -
Ҫеҫкерен ҫимĕҫе ҫаврӑнни.
*ыт-тĕкел - чет-нечет
*ыра - паз(в строительстве, конструировании)
*варта-чутла
*вӑслат-хӑрат
*вӑркӑнтар - ударять, приводить в движение
*ҫырлах-килĕш
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха