Чӑваш чĕлхи пĕтмест - памастпӑр

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Сунтал ҫине хурса туптаттӑм

Ҫĕрсе кивелнĕ суййуна!

Тӳр кӑмӑлпа чарми кӑшлаттӑм,

Лӑскаттӑм намӑссӑр чунна!

Сӳслеттĕм шелсĕр, шикленмесĕр

Пĕрер-пĕрерĕн хӑшкаса,

Элеклĕ сӑмахна, килпетсĕр,

Путарӑттӑм чӑлт-чалт! сурса.

Чул савӑлпа ҫапса пӑклаттӑм

Ҫĕлен чĕлхӳллĕ ҫӑварна,

Татти-сыпписĕрех тӑллатӑм

Ҫӑрса кӑларнӑ ҫӑхавна.

Ҫĕленнĕн чашкӑрса хӳхлеттĕн

Эс манӑн ҫирĕп алӑра.

Хĕсĕрлесе сасна пӳклеттĕм:

Хаяррӑм, кур, паян кӑра!

Ман ҫурӑм хыҫĕнчи эшкерĕм

Аркатĕ никĕссĕр ҫуртна!

Эп мар, курсам - хӑвах чĕтретĕн.

Эппин: калатӑп чӑн сӑмах.

...Мĕскер? мĕскер айван пӑхатӑр?

Эп хам килте, хам ҫĕр ҫинче.

Чӑваш пулса ҫуралнӑ хамӑр

Ма шӑп пулас? Пĕлин тĕнче!

Хӑв мар пулсассӑн - кам пултарĕ

Парнелеме хĕвеллĕ кун?

Кам шак хурса халь чӑрмантарĕ?

Иртсе каймашкӑн парӑр ҫул!

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха