Пĕччен Хĕвел
Кӑвак куҫ - тӳпе ытамĕнче
Ирĕлсе шӑраннӑ сар хĕвел
Хыпашлать вĕри шевлисемпе
Ыйӑх пуснӑ ҫутӑ тĕнчене...
Хушса юрламалли:
Кӑтӑклать ҫара тупанлӑ пĕвене,
Кӑтӑклать ҫупкам чечекĕн ҫеҫкине,
Ачашлать ем-ешĕл улӑх кӑтрине,
Сĕртĕнет черченкĕ сывлӑм шӑрҫине -
Тупаймасть хӑй пек саваканне.
Сар Хĕвелĕн анлӑ кӑкӑрне
Шӑнӑҫма пӳрмен ачашлӑхне
Ас тивет хирти кашни чечек
Савма ҫеҫ пултармĕ хĕвел пек.
Тĕлĕкре тĕлленнĕ юмахне
Пурнӑҫра тӑсаймĕ сар хĕвел
Ҫавӑнпа та ҫутӑ тĕнчере
Паянхи кунччен те вӑл пĕччен.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха