Пӑявран ҫӑлакан Ĕненӳ
Куланай шырама килнĕ евĕр
Каҫсерен ыйӑхран вӑратса
Шаккамасӑр, ыйтмасӑр кĕретĕр:
Вӑрӑ пек - ман пата - хурахла.
Намӑса та пĕлместĕр-ҫке эсĕр:
Вупӑрла пусахлатӑр кӑна;
Мӑшкӑлатӑр, кулатӑр чĕлхесĕр;
Калеме тыттаратӑр алла.
Кӑлӑхах айкашатӑр! Пĕлсемĕр:
Пĕр йĕрке ҫуратса парас ҫук!
Эп сире ылханаттӑмччĕ ĕмĕр...
Анчах халĕ... пачах урӑх шут...
Ҫаврасен картĕнчен ҫĕкленӳллĕн
Хум хӑпартрĕ вышкайсӑр хавха;
Кӑкӑра ҫурасла, пыра пӳлнĕн
Тӑвӑнса ирĕк пачĕ сӑвва.
Ейӳ сарчĕ васкавлӑн харкамлӑх,
Епресе лĕнчĕрленчĕ шур хут:
Ман нумай, пит нумай каламалӑх
Тулса ҫитнĕ, иккен. Тепĕр хут
Тӑвӑнса ҫитнине йĕркелетĕп;
Ал-ура итлемест тек хама.
Ҫеккунтсем ĕлкермеҫҫĕ сехетĕн
Ӑмӑртмашкӑн каллех манпала.
Тĕрмерен ирĕке тухнӑ евĕр
Ыткӑнаҫҫĕ часрах йĕркесем:
Тӑрӑнаҫҫĕ, вĕҫеҫҫĕ те... Тепĕр
Самантран ӳпĕнет ман калем.
Ырса ҫитнĕ лашан, кукаленĕн,
Юлашки сывлӑша ҫавӑрса
Васкамасӑр, хуллен те телейлĕн
Ӑсанатӑп курман ҫӑтмаха...
Ӳнерпе пултарулӑх виҫесĕр:
Чӳк тӑваҫҫĕ вĕсем каҫсерен.
Ылханатӑп пулсан та - килсессĕн
Хĕпĕртетĕп чунтан-чĕререн.
Ман ылханлӑ юратӑвӑм эсĕр!
Пӑявран ҫӑлакан ĕненӳ!
Тав сире, килсе кĕнĕшĕн кĕҫĕр:
Ҫӑвӑрларĕ тинех тертленӳ.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха