Ҫырас туйӑм килсен...

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Ҫырас туйӑм килсен

Кӑранташ тĕпренсе

Шурӑ хутӑм ҫинчи

Анана йĕрлесе сухаларĕ:

Иртнине ас илсе

Чун-чĕре тĕпĕнчи

Авӑра пӑтратса кӑпӑкларĕ;

Хум ҫине хум ярса

Ҫырана хупласла

Кӑкӑрта харсӑрла хыпашларĕ;

Йӳҫ куҫҫуль тутансан

Чыхӑнса каясла

Кӳренӳ пĕлĕмне чӑхӑмларĕ;

Тусанне вĕҫтерсе

Пуҫ ҫӑмкийĕ ҫинчен

Хушкаланнӑ ӑсран мӑшкӑларĕ.

Чĕлпĕрне вĕҫертсен

Пĕр тӑн-пуҫ юлмиччен

Ĕрехсе ҫилҫунатлӑн тӑлларĕ.

Ҫирĕм тватӑ сехет

Талӑка виҫенет...

Шутласан канӑҫа тупаймарӑм.

Кунран-кун кĕскелет...

Ҫырманни - пĕр кĕлет!

Алапаш йĕрлесе шӑрҫаларӑм:

Пуҫӑмран ҫиҫĕмле,

Тутаран иҫĕмле

Йĕркерен йĕркесем ярӑнсассӑн

Састашсен кĕввине

Еплерех пулнине

Итлесех якатмарӑм. Тунассӑн

Туйӑнмасть пур-пĕрех

Кӑмӑл-ҫуй юррине

Сар кĕсле калама тытӑнсассӑн.

Ҫаврасен тĕррине

Шаннӑран чĕрене

Сывлама та сӑлтав ҫук пек ассӑн.

Ҫӑлтӑрсем тӳперен

Тӑкӑнса пĕвене

Каҫсерен чӑмпӑлтатнӑ чухне-тӑр

Ҫырас туйӑм килсен

Алран тарчĕ йĕвен -

Чашлаттартӑм сӑвва шӑпӑр-шӑпӑр!..

Шур хута витерсе

Тӑрантарчĕ сипет

Сухаланнӑ йĕрсен ҫимĕҫне.

Шуҫӑма-ши сиссе

Пач ҫухалчĕ хур-терт

Аранах утса тухрӑм вĕҫне.

Каҫаратӑп ӑна -

Ҫĕр хута курмана

Ыйӑхран вӑратса лӑсканишĕн.

Ӳркенмен кахала

Сĕм каҫпа тӑратса

Вӑхӑта кӑлӑха яманнишĕн...





Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха