Вулавӑшри Шӑши (юптару)

Автор: Владислав Николаев · Вырнаҫтарнӑ: 26.10.2026

Лайӑх пурăнма тырпул кӗлетӗнче,

Япӑх мар-тӑр тулӑ улӑмӗн капанӗнче,

Арманта та сӗлӗ-тулӑллӑ хирте –

Пур тӗлте те, тырӑ пур ҫӗрте.

Пӗр Шӑши ҫеҫ урăх вырăн кӑмӑлларӗ,

Пурӑнма... ялти вулавӑша суйларӗ:

Кӗнекесене унта кӑшларӗ,

Сӑвӑсем те романсем «вуларӗ»...

«Эх, эсир-ҫке – тӗттӗм халӑх.

Мӗн пур сирӗн асӑнмалӑх?

Пушкина вуланӑ-и эсир?

Тен, юратнӑ сӑвӑҫӑр – Шекспир?» –

Кашнинчех вӑл йӗкӗлтенӗ,

Тӑванӗсене йӗпленӗ...

Пӗр кунне ҫак «ӑслӑскер»

Капкӑна ҫакланнӑ...

Пушкина «вуланӑскер»

Пурнӑҫ йӗркине-ҫке маннӑ:

Янтӑ чӑкӑт капкӑнра кӑна –

«Тӗттӗм халӑх» та пӗлет ҫакна.

.......

Кӗнеке, паллах, вуламалла,

Пурнӑҫа та кӑшт чухламалла.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха