Аннем ҫĕленĕ ĕмĕте

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Аннем ҫĕленĕ ĕмĕте

Тирпейлĕн тумланса ҫӳреттĕм...

Ӑмсанчӑк куҫ ҫĕте-ҫĕте

Ҫурма хӑтланнӑ, шет, сисместĕм -

Чунташӑмсем пурри сыхлать.

Аннем пилленĕ ҫул-йĕрпе

Утмастӑмччĕ, вĕҫсе ҫӳреттĕм...

Сирсе тухма мĕн-пур тĕрте

Эп ҫапӑҫма пĕччен кĕреттĕм -

Юнташӑмсемшĕн чун тухать.


Чунташ -

Юнташ – побратим

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха