Ӑшша туйсан
Ӑшша туйса ҫеҫке ҫурасшӑн
Пуҫне ҫӗклет шап-шур чечек
Хӑйне вӑратна хӗвеле курасшӗн
Ыйхи килмест ун халӗ тек.
Ӑна ҫут сывлӑм та тӗсенӗ,
Кас кӗвеҫсе пытарнӑ хӗвелтен,
Ӑш ҫил те явӑнса ҫӳренӗ -
Ҫyпӑрлама хӑю ҫитмен.
Ытла ачаш, ытла илемлĕ
Сап-ҫамрӑк ха - туни черчен.
Епле чӑтать-ши cap xӗвелӗ
Хыпса ҫунмасӑр халиччен?
Тин шӑтнӑ чечекрен вӑл аслӑ:
Пӗлет: тухатӑвӗ вӗри
Хӗруллӗн ытамлас пулсассӑн
Ҫунса каять чечек ҫеҫки.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха