Хĕвелпе Пĕве

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026

Хĕвелпе Пĕве

Ҫырансем хĕснĕрен пĕчĕкленнĕ пĕвен

Мĕскĕнле пурнӑҫне чĕм кĕрет ирсерен:

Кӑн-кӑвак кĕленче куҫĕнче ирĕлме

Ӑнсӑртран тытӑнсан тĕлĕнтермĕш хĕвел...

Мĕн шырать вӑл унра? Мĕн кĕтет вӑл унран?

Явӑнать-явӑнать именми ун тавра:

Тĕнчере унсӑрах чечексем, уй-ҫаран,

Суйламалӑх тата ҫырласемлĕ вӑрман...

Ирĕкпе сывлакан аслӑрах тӳпене

Тиркесех-шим анать ӳркенмесĕр куллен?

Хускатса хӑварать тĕлĕрес хумсене,

Пĕр чĕнмесĕр унтан ҫухалать каҫсерен...

Кӑвак куҫ хупӑнмасть ун пирки шутласах:

Ҫӑлтӑрсем вĕтĕрех, сивĕрех, шупкарах.

Ир пулсан таврӑнать ун патнех, ҫав-ҫавах!

Кӑтрине тураса кун ирттерĕ унпах!..

Шурӑмпуҫ каррине сирсе ячĕ хĕвел...

Ытармалӑх сӑмах тупаймарĕ пĕве:

Пĕр-пĕрне ҫӑтасла тинкереҫҫĕ: вĕсем:

Пĕр-пĕрин куҫĕнче шӑратаҫҫĕ илем.



*чĕм - дух, оживление


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха