Халал
Пурнӑҫ ҫулĕ ахаль мар-ҫке кукӑр:
Тӳрĕ кӑмӑлпа ӑна йĕрле.
Шӑтӑк-путӑкĕ, тумхахĕ пултӑр:
Йывӑр лавупа ирт - тикĕсле.
Ҫичĕ тар тухмасӑр тасалмасть чун:
Куҫҫульпе ҫӑвнать вӑл хуралсан.
Сар хĕвел тухмасӑр пуҫланмасть кун:
Хапӑл пул ӑна - шӑпа парсан.
Йывӑр килмесен - пулмасть те ҫӑмӑл,
Тарпа пиҫнĕ ҫӑкӑр ҫеҫ пылак.
Тараватлӑх хĕрхенмест-тĕк кӑмӑл
Ҫӑлкуҫла вӑл ҫĕнĕлсе пырать.
Енчĕкри укҫу ҫеҫ ҫухалсассӑн
Савӑнма пĕл: сывлӑху пĕрлех.
Вак-тĕвекшĕн сывламасӑр ассӑн
Юлнӑ чыс та ятшӑн хĕпĕрте.
Пултарусӑр этеме урӑ лартмаҫҫĕ,
Такӑнса ӳксессĕн - тӑр та ут.
Каҫарма пĕлсессĕн - чараймаҫҫĕ,
Вĕсенчен ху ӑслӑ пул пин хут.
* халал - завещание
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха