Хĕвĕме хевтине хĕвекен чун-чĕре
Хĕпĕрте: пур-пĕрех пĕрехет вут-хĕмне
Хĕвĕме хевтине хĕвекен чун-чĕре!..
Хĕтĕхле, хивререх хĕнеме хĕтĕхле:
Хĕнлĕхре хĕрнĕрен эп тата хитререх
Сан шутпа.
Хĕсчĕрех: хирĕнсе тухакан хĕвеле
Хĕрхенмен пĕлĕтсем пĕветес пиркепе
Хирĕҫӳ хирĕнче хĕвĕшеҫ - хĕҫпеле:
Хĕлхемсем пĕрехеҫ... Ҫĕнтеретĕп эпех
Сан шутпа.
Хĕн-асап хĕррипе хĕрупраҫ тĕррипе
Хĕреслерĕм пайтах хӑтӑлса херĕпрен.
Хĕлĕхсем ирĕлсе хурҫӑлла хĕрнипе
Хӳхĕмрех. Хама мар ҫав, сана кирлĕрен.
Ман шутпа.
*Хевте - сила, мощь
*Хĕтĕхле - подстрекать
*Хивре - круто, сильно
*Пирке - повод, причина
*Пĕвет - окрашивать красным, кровью
*Херĕп - трудность
*Хӳхĕм - красивый
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха