Улӑпла утӑмлакан Хĕвел

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 11.11.2026


Ҫут тĕнче тӑнӑҫне упрама пӳрнĕрен

Пĕлĕтсен эшкерне хӑвалать кунсерен

Никама пӑхӑнман, тӑнламан, итлемен

Ĕмĕрсем хĕсметре тӑракан сар хĕвел

Ирĕкре иртĕхсе кунран-кун ӳснĕрен

Ĕҫпеле пиҫĕхме хӑраман, ӳркенмен,

Нихӑҫан, никамран, нимĕнех те кĕтмен

Сар хĕвел улӑпла утӑмлать пĕр-пĕччен.

*эшкер – отряд, группа

*хĕсмет - служба


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха