Тайӑнне ҫухатман Ҫӑлтӑр
Хуп-хура каҫӑнне хуп-хура чаршавне
Тайӑнне ҫухатман ҫӑлтӑру ҫутипе
Шӑтӑрса тухнине асӑрха, ҫĕр-анне:
Парӑнмасть, пӑрӑнмасть - карӑнсан та тӳпе
Хуп-хура сĕлкĕпе - пур-пĕрех тенĕ пек
Хĕсĕнсе-хирĕнсе тĕксĕме ҫĕнтерет:
Тĕллевпе тирĕнет. Курӑнсан та кĕрмек
Ҫĕнĕрен, тепĕр хут ĕмĕтне ĕмĕртет:
Сӳниччен ҫунасса, ҫутипе ҫурасса
Хуп-хура каҫпала карнакан йӑлхаха;
Аташса каясран ҫул-йĕре кӑтартса
Кӑкӑру ҫийĕпе утакан халӑхна.
*тайӑн - призвание
*кĕрмек - высокомерный
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха