Тӑвӑл
Тӑвӑртан тулхӑрса тӑракан тӑвӑла
Кӑкӑрта кӑкарса тӑтӑрха тӑллама
Хӑтланни кӑлӑхах!
Кӑшласа кӑшӑла
Тухатех!
Талпӑнса - таптаса: тавӑрма!
Тавӑрма!..
Тӑварманшӑн ӑна: вӑхӑтра,
Хӑвӑртрах
Хатарта хастарла кастарса хӑтарм.
Харамран халӑха!..
Тӑхтасам?..
Ку хутра
Аркатса тĕпретет: ан хӑтланӑр тарма.
*тӑтӑрха - крепко
*тӑвар-распрячь, освободить
*хатар - опасность
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха