Сухапуҫ (юптару)

Автор: Владислав Николаев · Вырнаҫтарнӑ: 26.10.2026

Витере – шӑв-шав...

Ку – савӑннипе.

Варринче тӑрать Лаша

Хӑйӗн парнипе.

Ват Лашан ҫуралнӑ кун –

Ҫирӗм тултарать,

Саламлать кашни чӗрчун.

Юбилярӗ тулхӑрать:

Парнеленӗ-мӗн ӑна

Тимӗр сухапуҫ...

Урманни кӑна –

Калаймасть вӑл «Тавтапуҫ».

Хӑнисем ним ӑнланмаҫҫӗ,

Ват Лашашӑн савӑнаҫҫӗ...

...

Юлташсем, шута илсемӗр:

«Сухапуҫ» ан парнелесемӗр,

Арӑма ҫатма парсан

Лекӗ хирӗҫ ҫамкаран.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха