Тап-таса!
Тап-таса!
Тап-таса!
Таптасан та тусан
Ҫыпӑҫмасть,
Ҫулӑхмасть:
Ҫылӑхпа
Ҫыхланман!
Тӑрӑрах!
Тӑрӑрӑрах!
Тӑрӑрах тӑнӑм ман:
Пӑтранман
Пĕр тумлам
Пахматра
Пулнӑран.
Ҫыхӑрах!
Ҫыхӑрах!
Ҫыхӑра ҫухалман
Сӑмахсем:
Саланми
Сӑвапа
Сыпнӑран.
*пахмат - тактичность
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха