Сĕмлĕхре хывӑнать йӑрӑс пӳллĕ ҫурта
Сĕмлĕхре хывӑнать йӑрӑс пӳллĕ ҫурта...
Ӑнсӑртран чĕм кĕрет тусан витнĕ ҫурта.
Халиччен шӑплӑхпа пуплесе ларнӑран
Кунсемпе каҫсене сыпӑнтарнӑ аран...
Паянтан урӑхла, урӑхла паянтан.
Тап-таса, ҫап-ҫара - анраса каймалла
Кам валли шӑратса янтӑланӑ ӑна?
Ҫурт та тупрĕ хевте ҫилсене шӑнарма,
Хыпӑнсах ҫунмалла тупрĕ йӳтĕм ҫурта.
Паянтан пуҫласа, пуҫласа паянтан.
*йӳтĕм - повод, причина
*шӑнар - укрощать, усмирять
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха