Сӑнарна асӑмри сунтӑхран кӑларатӑп
Суракан
сурана
сӑввӑмпа
сӑтӑрса
сипленме
самантсем
сыпӑнми
салансан
Сӑнарна
асӑмри
сунтӑхран
кӑларап:
Вӑл ҫӑлать!
Вӑл ҫӑлать!
Вӑрҫӑлла
вылясан
вĕсемпе
вилĕме,
вӑхӑта
вӑтӑрма
Вӑй парать.
Вӑй-хӑват
вӑтӑр хут,
вӑтӑр хут
хушӑнать!..
Хуш мана!
Хуш мана:
пушшӑма
пĕтĕрме,
пĕтерме,
вĕлерме
вĕсене!..
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха