Пулясем
Шупашкар шавĕнчен шӑвӑнса тухиччен
Тӑнлава тыллакан тĕллевсен тӳпинчен
Пульӑсем, пульӑсем, пульӑсем...пур енчен
Сан ҫине сапнӑҫем сурансен ҫĕввинчен -
Юн юхмасть - чун тумлать: йĕркесем...йĕркесем...
Йĕрлесен?..
Йĕрсемпе йытӑсем йӑтӑнса пынӑҫем
Пырӑма пӑявлать пĕвенленнĕ пĕвен:
Шухӑшсен шурлӑхне шутарать туртнӑҫем...
Тĕлĕк мар, тĕтĕм мар... ҫут тĕнче тĕнелтен
Хускалса силленет: ӳпнелле ӳкесле...
Ӳкĕтлес?
Ӳкĕте кĕтекен - тупӑках кĕртекен:
Тĕрмери тимĕре тутӑхпа тивеймен...
Тивтĕр вут! Виртĕм пур! Вутӑмпа вĕрекен
Чун-чĕрем чĕлхемрен чĕлсе ил чĕрпĕке,
Чĕрт те яр! Чĕрĕлле-чĕрĕллех! Пĕтĕмпех!
Пĕтчĕрех!
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха