Йыт пырши
Шап-шур чечекĕн ыр шӑрши
Тавралӑха симпа тултарнӑ...
Ӑмсанчӑк, выҫӑх йыт пырши
Ҫакна епле чӑтма пултартӑр?!
Тымарĕ ҫирĕп пулнӑран
Хӑйне кӑна пӑхӑнтарасшӑн:
Ҫулне пӳлсен ӳсен-выртан
Шуса пырать, унтан ачашшӑн
Ытамласа илет... пӑвать...
Пӑвать, пӑвать тĕревсĕр курӑк
Сĕткенлĕхе ĕмсе: шанать
Таврашĕнчи ем-ешĕл. Курӑр -
Карма ҫӑвар татах шӑвать...
Темскер шырать - ун канӑҫ ҫуккӑ -
Тен, ырӑ шӑршӑ уртарать?
Упаленсе хӑшканӑ суккӑр
Татах, татах тем хыпашлать:
Тинех ҫакланчĕ нар юхтармӑш!
Текех ыр курмӑн пахчамра!
Пыл хурчĕсен ĕҫне тултармӑш,
Чĕтре, чĕтре ĕнтĕ! Хӑра!..
Асса кайса йӑран ҫумланӑ
Пахча хуҫи кĕтмен ҫĕртен
Йыт пыршӑн тымарне кӑларнӑ -
Тӑсланкӑскер айван сисмен.
Ҫĕре чавса пӑрахнӑ вӑррӑн
Шӑтса тухма мехел ҫитсен
Пулать-ҫке ĕмĕрĕ те вӑрӑм
Ҫум курӑка кас-кас иртсен.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха