Нӑрӑ

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Нӑтӑрт-нӑтӑрт! мӑнтӑр нӑрӑ

Ҫыртрĕ капӑр авӑра:

Ах, сĕткенĕ уҫӑ, тӑрӑ

Ырӑ кӳчĕ ҫӑвара...

Нӑтӑрт-нӑтӑрт! хыпрĕ ҫӑткӑн

Тутлӑ, техĕм тунана

Хыт-хура курман пек - лӑпкӑн,

Шӑппӑн ларчĕ сӑнаса.

Лешĕ лӑтӑрт! сапрĕ ҫӑвӑр:

Ешĕл ҫулҫӑ - хуп сӑпка...

Шӑрҫа пек хитре те... тӑвӑр

Пысӑкланнӑ йӑх-йыша.

Ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ларнӑ нӑрӑ...

Пĕр пӑхсан - хитре ҫырла!

"Ҫӑтӑр-ҫӑтӑр, пысӑк пулӑр",-

Симĕспе витет сырлан.

Ырӑ курчĕҫ икĕ вӑрӑ

Пĕр пахча кавар туса -

Сырланпа хупланнӑ нӑрӑ

Шыраман та намӑса.

Капӑр авӑр... курчĕ сӑтӑр

Хӑрӑк юлнӑ тунине

Ҫумӑр хыҫҫӑн витрĕ сӑпӑр -

Ҫураймарĕ шур ҫеҫке...

Пулмаллаччĕ чӑмӑр-чӑмӑр

Ҫĕр улмийĕ кĕр килсен.

Ҫук пулмарĕ - хӑмӑр шӑпӑр

Сывлӑша тӑрать тирсе.

Халь ӑна тĕсемĕ нӑрӑ

Урӑх авӑр ҫӑварта.

Вӑл та уҫӑ, сиплĕ, тӑрӑ -

Хырӑма аван хӑрта!..

Мӑнтӑр...нӑррӑн... ĕмĕр вӑрӑм:

Карт хутланӑ хырӑмне,

Ҫурӑмне те йӑрӑм-йӑрӑм

Ҫырнӑ ҫылӑхсен шутне.

Пур-пĕрех пурнасшӑн нӑрӑ:

Кĕр ҫитсессĕн ҫĕр ӑшне

Ним пулман пек - вӑрттӑн, йӑррӑн

Турттарма выртать хупне.

Вырттӑр-вырттӑр... мӑнтӑр нӑрӑ -

Ҫитес ҫур выҫсан, тухсан

Нӑтӑрт-нӑтӑрт! мӑйне пӑрӑп

Ҫурисем шаккамасан.

P.S. Пахчунта хуҫа пулманшӑн

Шар кӳретĕн-ҫке кӳрше.

Им-ҫамла-ха аршӑн-аршӑн

Колорадо нӑррине

*техĕм-ароматный

*хыт-хура-бурьян

*сырлан-вьющееся растение

*сӑтӑр-вред

*сӑпӑр, сӑпӑрчӑк-слизь

*тĕсе-наблюдать

*хӑрта-заплатка

*йӑрӑ-шустро

*хуп турттар-ҫывӑр

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха