Ҫӑпан
Шӑтса юхас пекех ҫӑпан...
Йӑлхахĕ ҫӳп-ҫӳхе: аран
Тытса тӑрать йӳҫеклĕхе -
Усал амакӑн паллине...
Ӳте кӑшланӑ-ха малтан
Ҫын курасран, паллах, шалтан.
Анчах та выҫлӑх туртнипе
Пуҫне хӑпартрĕ ҫиеле.
Мӑн кӑмӑллӑн ларать ҫӑпан...
Патне ан пыр - асап куран!
Варланасран шикленнипе
Иртеҫҫĕ пурте айккипе...
Ҫакна курса тӑраннӑ йĕп
Тытать те ҫивчипе тирет:
Шӑршланнӑ шыв юхса тухать,
Манкалӑх таврана сарлать...
Паян тытман пулсан - ыран
Пĕрех шаплатĕччĕ ҫӑпан...
Анчах мĕне валли кĕтни?
Чипер ӳтре асап тытни?
Тӳрленĕ, курӑр ак, суран
Тасалĕ ӳт те вӑхӑтран.
Нуши пулатчĕ сахалрах
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха