Лаша

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Тӑрӑшса Лаша ĕҫлетчĕ

Ӳркенми яра куна.

Кӳлсе янӑччĕ ӑна

Тутӑхман чипер суха.

Тарласан та кĕҫĕнместчĕ:

Шыв та сĕлĕ пар кӑна.

Вӑл типтерлĕн анана

Сухалатчĕ тавралла.

Ывӑнма лаша пĕлместчĕ:

Ĕҫ киленĕҫ пулнӑран

Тӳрĕ кӑмӑллӑ хайван

Тĕслĕхре пулса ялан.

Теплелле пĕрре... кĕтменччĕ:

Тулхӑрса каять лаша,

Унталла та кунталла

Ҫилхине суллать кӑна.

Кĕҫĕнсе чĕвен ҫĕкленчĕ -

Урмӑш сас янрать вара...

Тĕлĕнсе тӑрать хуҫа:

Мĕн ҫитмен-ши? Мĕн пулса?

Мӑшлатсах лаша пĕлтерчĕ:

Сӑхнипе ҫеҫ ҫырлахман -

Нӑй та нӑй! нӑйлать кайран

Тӑранман шӑна-пӑван!

Сĕрлешке, чӑнах, вĕҫетчĕ...

- Сыс та хур! Вĕт-шакӑра

Кирлĕ мар сӑвап тума,

Ут-ха, тусӑм, малалла!

Симĕс пӑх, чӑнах, ҫитмен-тĕр...

Ырлӑх ҫитнĕн шӑп тавра:

Кӑпшанка чакаланма

Сыснӑ-хунӑ пĕр купа.

Хайхискер тавра кӳнелчĕ:

Нӑй та нӑй нӑйлакана

Тупса панӑ ĕҫ - купа.

Йӑшӑлтаттӑр пĕр кана.

Мыскара вĕҫленмеллеччĕ...

Ҫук-ҫке! Ĕҫлĕ курӑнса,

Кунĕн-ҫĕрĕн нӑйласа,

Минретеҫҫĕ лашана.

Лашана ҫак йӑлӑхтарчĕ:

Хӳрипе ҫавӑрттарса

Шартлаттарчĕ пушӑлла:

Кӑнса выртрĕ выҫ шӑна.

Нихӑҫан, ачам, ан ман:

Ытла нумай нӑйлакан -

Питĕ ĕҫлĕ курнакан -

Пӑх ӑшнелле туртакан.

Сыхӑ пул - ан варалан


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха