Cӑвӑс

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Ҫамрӑк юн ҫӑта-ҫӑта

Кӳпнĕ ватӑ Сӑвӑса -

Кур: выртать-иҫ какӑрса...

Ал-урийĕ шыҫнӑран

Сывлӑш ҫавӑрать аран -

Хускатма та ан хӑтлан!

Хырӑм тутӑ та - аван:

Ним те кирлĕ мар паян...

- Ыранхи пирки!?

                               - Ыран!

- Ҫитрĕ, тет, ыран...

                                - Вара?

Пуҫ ҫухатнӑ сӑвӑс, ав!!!

Хырӑм та сакӑр ура...

Туртрĕ тӑрӑшсах Ухмах...

Лешĕ ҫухӑрать: хурах!

Вĕлерен, анра-сухра!

Пычĕ, тет, унтан Ӑсли -

Вирлĕ сӑмахсен ӑсти...

Мĕн хӑтланчĕ - васпати!..

Хирĕҫ хĕвеле пырса,

Ҫуллӑ сӑмах ҫавӑрса

Ячĕ леш мӑйне пӑрса!..

Йывӑр килчĕ сӑвӑса...

Йӳпсемерĕ намӑса

Тула сикрĕ ҫех тапса!

Шӑртне хирĕҫ шӑлнӑран

(Ҫӑлнине хӑйне курман)

Шӑл шакка пуҫлать айван...

Шак! Шаккатӑр-ин ара!

Чĕрне хушшинче ӑна

Шӑплантарĕҫ хӑвӑртах.


Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха